Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӑван чӗлхепе чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗр культурине упраса хӑварас ыйтӑва халалланӑ. Мероприятие Чӑваш чӗлхе кунӗ умӗн йӗркеленӗ.
Конференцие Культура институчӗн, Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература учительсем, студентсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре ирттерекен чӑвашла пьесӑсен конкурсне ӗҫсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче аса илтернӗ.
Конкурс икӗ номинаципе иртет: «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» тата «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса». Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ.
Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 56-50-48.
Акӑ черетлӗ чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса пырать. Шкулсемпе культура учрежденийӗсем ҫак уява уявлама хатӗрленме те пуҫланӑ пуль. Черетлӗ чӑваш чӗлхи диктанчӗ иртӗ, пирӗн Элтепер Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлӗ, салам сӑмахӗсем тухса калӗ. Тата ытти ӗҫсемпе мероприятисем иртӗҫ. Юрать-ха пӗр эрне кӑна мар, уйӑх пек чӑваш чӗлхи тавра шавласа илӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарнӑ май хамӑрӑн тӑван чӗлхен шӑпи пирки тепӗр хут сӑмах хускатассӑм килет. Паянхи кунхи лару-тӑрушӑн кам айӑплӑ-ши? Мӗншӗн-ха халӑх хӑйӗн тӑван чӗлхинчен писнӗҫемӗн писсе пырать?
Айӑплисене, паллах, нумай шырама кирлӗ мар. Чӑваш чӗлхин статусӗ ҫав тери анса ларнишӗн Мускаври политиксен витӗмӗ те пур, хамӑр республикӑри тӳре-шарасен айӑпӗ те, тӗнчери лару-тӑру та яваплӑ темелле. Айӑплисен ретне палӑртас тесен нумай-нумай сӑлтав шыраса тупма пулать. Ҫав шутра халӑхӑн та ман шутпа айӑпӗ питӗ пысӑк.
Мӗншӗн эпир, чӑвашсем, пит айӑплӑ? Ара, мускавсене витӗм кӳме ҫӑмӑлах мар, ку енӗпе самай вӑй хума тивӗ. Тӳре-шарана та юсасси ҫӑмӑл ӗҫ мар — вӗсем ытларах енӗпе ҫӳллӗрех шайрисене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, лешсем мӗн хушаҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсен воспитателӗсене «Тӑван чӗлхе управҫи» конкурса хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ ирттерет.
Конкурса хамӑр республикӑри ача пахчисенче тӑрӑшакансем ҫеҫ мар, чӑвашсем йышла пурӑнакан регионсенчисем те хуишӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама пултарӗҫ. Воспитательсен ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен пырӗ.
«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар хулинче пурӑнакан вырӑс арҫынни Сергей Захаров чӑвашла калаҫакансен клубне йӗркеленӗ
Вӑл ку ӗҫе 3 ҫул каялла пуҫӑннӑ. Сергей чун ыйтнипе ӗҫлет, ҫынсене тӳлевсӗрех вӗрентет.
Чи тӗлӗнмелли вара акӑ мӗн: Сергей – вырӑс. Журналист ӗҫпе облаҫри районсене тухса ҫӳренӗ чухне вӑл чӑвашсемпе нумай курнӑҫнӑ. Ҫапла пирӗн чӗлхепе культурӑна кӑмӑлланӑ вӑл, пурӑна-киле чӑвашла калаҫма хӑнӑхнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулта ЮНЕСКО шайӗнчех палӑртма йышӑннӑ. Шӑп та лӑп паян, 1952 ҫулта, Бангладешри Дакка хулинче студентсем тӑван чӗлхене патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ, вӗсене вара йӗрке хуралҫисем персе пӑрахнӑ.
Паянхи кун пирӗн чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси пирки тепӗр унчен шухӑшласа пӑхма сӑлтав пур. Эпир вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑмасан та тӑван чӗлхемӗре хамӑр та ыррӑн пӗлместпӗр, ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсене те ҫуралсанах унран пистеретпӗр. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ют чӗлхепе, ан тив вӑл патшалӑх чӗлхи пулсан та, лӑпкани пистерниех пулать ӗнтӗ.
Хӑйӗн чӗлхине пӗлмен ҫын ытти чӗлхене тата тӑван ҫӗршыва хисеплӗ-ши?
Нарӑс уйӑйӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи семинарӗ иртнӗ.
Александр Степанов учитель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалласа ирттернӗ. Унта вӗрентекенсен «Чӑваш чӗлхипе литературине чи лайӑх вӗрентекен 2025» хула шайӗнчи ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем ҫаксем: 40-мӗш шкулти Алёна Митрофанова, 62-мӗш шкулти Нина
Егорова, 56-мӗш шкулти Надежда Серебрякова, 37-мӗш шкулти Светлана Емельянова, 60-мӗш шкути Наталия Александрова.
Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли курс уҫӑлнӑ. Вӑл РФ Президенчӗн Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ представительствинче вырнаҫнӑ.
Чӑваш чӗлхине вӗренме тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири ҫынсем килеҫҫӗ. Малтанхи занятисенче вӗсем чӑваш алфавитне, уйрӑм сӑмахсене калама вӗренӗҫҫӗ, вуласа та пӑхаҫҫӗ.
Курс ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Анчах Мускав ҫыннисем ӑна халех тӑстарасшӑн.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чӑваш классикӗсемпе хальхи авторсен хайлавӗсене чи лайӑх тӗслӗхӗсене упраса хӑварассишӗн нумай тӑрашать. Электрон вулавӑшра республикӑри театрсен артисчӗсем вуланӑ 100 ытла аудиокӗнеке упранать.
Литература хайлавӗсене илемлӗ вулас текенсен «Тӑван сӑмах» конкурса хутшӑнма май пур. Конкурса чӑваш чӗлхине сарас тата чӑваш ҫыравҫисен пуян эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 10 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен вулавӑшӑн «Чувашская детская литература» («Проза на чувашском языке» ярӑм) электрон коллекцийӗнчи хайлава вуламалла.
Авторсем хӑйсен хайлавӗсене те вулама пултараҫҫӗ.
Ӗҫсене ака уйӑхӗн 13-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш хастарӗсем ҫулсеренех «Хавал» университет уҫаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Аса илтерер: унта чӑваш чӗлхине вӗренме, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе кӗске вӑхӑтра туллин те тӗрлӗ енлӗн паллашма май туса параҫҫӗ.
Кӑҫал «Хавал» ҫуллахи университет «Мечта» санаторире ӗҫлӗ. Вӑл Шупашкартан инҫех мар.
Ҫуллахи университета чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакансене пурне те хапӑл туса кӗтсе илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |